Хисеплĕ вулакансем! «Урал сасси» хаçата 2017 çултан çырăнса илме кăмăл пулсан, почта уйрăмне çитме васкăр. Хаçат хакĕ çур çула – 367 тенкĕ те 98 пус, индексĕ – П 2754. Çулталăка – 663 тенкĕ те 99 пус, индексĕ – П 3362. Хаçата электронлă майпа çырăнса илес тесен: уйăха – 44 тенкĕ, çур çула – 264 тенкĕ, çулталăка – 449 тенкĕ.

Коррупципе çыхăннă фактсем çинчен çак телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр: 8 (347) 279-32-92 — Пушкăртстан Республикинчи Шалти ĕçсен министерстви; 102 — полици.

%d0%ba%d0%bb%d0%b5%d0%bc%d0%b5%d0%bd%d1%82%d1%8c%d0%b5%d0%b2-%d0%b1%d0%b5%d0%bb%d0%b5%d0%b1%d0%b5%d0%b9-1Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн Валерий Клементьевăн тата ытти чăваш эстрада юрăçисен “Эс кĕтетĕн-и?” концерт программи хальхинче Пушкăртстанăн тарават çĕрĕ çинче 5 куна тăсăлать. Тĕплĕнрех гастроль маршручĕпе аяларах паллашма пулать.
Декабрĕн 1-мĕшĕ — Октябрьск хули, Халăхсен туслăх çурчĕ;
2-мĕшĕ — Пелепей хули, Хулари культура çурчĕ;
3-мĕшĕ — Ишимбай районĕ, Йĕкенпуç (Васильевка) ялĕ;
4-мĕшĕ — Ĕпхÿ хули, Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕн концерт залĕ (Октябрьти революци урамĕ, 3А);
5-мĕшĕ — Çтерлĕ хули, Хулари культура çурчĕ.
Билет хакӗ — 250-300 тенкĕ. Туяннă билетсемпе лотерея вылявĕ иртет. Концертсем 19.00 сехетре пуçланаççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8-917-366-23-02.

Экзотика чĕр чунĕсем те ĕрчетеççĕ

Нумай пулмасть Гафури районĕнчи Инзелга ялĕнчи «Великолепный страус» хресченпе фермер хуçалăхне Авăркас районĕнчи лицейра вĕренекен 6-мĕш класс ачисем экскурсие килсе кайнă.

Унта Африка тата Австрали страусĕсене ĕрчетеççĕ. Вĕсемсĕр пуçне кунта урăх чĕр чунсем те пур: эму‚ Соня ятлă пурăш‚ тилĕ – Фокс‚ ашаксем – Орлик‚ Молли‚ Полли‚ фазансемпе павлинсем‚ цесаркăсемпе чăхсем‚ кăрккасем тата Актау ятлă тĕве. Вĕсене курма çеç мар‚ çитерме те юрать. Экскурсовод ачасене тĕлĕнмелле чĕр чунсен пурнăçĕ, вĕсене мĕнпе апатлантарни çинчен питĕ интереслĕн каласа панă. Кунта апатланма кафе те пур‚ кăмăл пулсан страус çăмартисене те туянма пулать. Пĕри 25 чăх çăмарти пысăкăш. Экскурси хыççăн ачасем Красноусольск ялĕнчи «Зилим» физкультурăпа сывлăх сыхлав комплексне кайнă. Унта вĕсем бассейнра шыва кĕнĕ. Экскурси пурин кăмăлне те çĕкленĕ.
Ирина МИРНАЯ.
Гафури районĕ.

Нумай ачаллă хĕрарăмсене чысланă

Ноябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче Анне кунне халалласа Пушкăртстан Республикин Правительствинче пилĕк е ытла ача çитĕнтерекен хĕрарăмсене «Ача амăшĕн мухтавĕ» медальпе чысланă.

Патшалăх наградине республикăри çирĕм районпа икĕ хулара пурăнакан 37 хĕрарăм илме тивĕçнĕ. Вĕсен шутĕнче воспитательсемпе поварсем‚ сутуçăсемпе производство ĕçченĕсем‚ уйрăм предпринимательсемпе кил хуçи хĕрарăмĕсем тата ыттисем те пулнă.

Чаплă лару-тăрура ПР Правительствин Премьер-министрĕн çумĕ Салават Сагитов пухăннă хĕрарăмсене çывхарса килекен уяв ячĕпе саламланă‚ «Ача амăшĕн мухтавĕ» медальсемпе тата укçа-тенкĕ пособийĕсемпе наградăланă.
– Эпир анне пулнă кашни хĕрарăм патшалăхпа общество пулăшăвне‚ тимлĕхне туйтăр тесе тăрăшатпăр. Çак енпе пирĕн регион ача-пăча садне черет ан пултăр тесе ыттисенчен тухăçлăрах ĕçлет‚ шкул ачисем иккĕмĕш сменăра ан вĕренччĕр тесе те шкул çурчĕсене хăпартассипе пысăк программа пуçарса янă. Анне пĕлтерĕшĕ пысăк‚ ăна нимĕнпе те танлаштарма çук. Эпир ачисен телейĕшĕн пĕтĕм вăй-халне‚ пурнăçне пĕрре те шеллемен хăюллă хĕрарăмсемпе мăнаçланатпăр‚ – палăртнă Салават Сагитов. – Çитĕннĕçемĕн вĕсем те сирĕн çинчен ан манччăр‚ яланах тимлĕх уйăрччăр‚ – тенĕ вăл.

Continue reading »

Канăç паман ыйтăва тинех татса панă

Ял çынни нихăçан та ĕçсĕр лармасть. Кĕркунне пахча çимĕç тухăçне пухса илсен те хăйне ĕç тупать. Çÿп-çап пуçтарать‚ çĕр чавать‚ кĕркуннерен акса хăвармалли çимĕçсем пирки те манмасть… Ку вăл хăйĕншĕн тейĕпĕр. Тепĕр чухне ыттисемшĕн те усăллă пултăр тесе тăрăшнине курма пулать.

Тĕслĕхрен‚ нумай пулмасть‚ хĕл лариччен‚ Хушăлка ял хутлăхĕн администраци пуçлăхĕ Виктор Петров ертсе пынипе вырăнти çынсем (Молодежнăй‚ МТМ‚ Тукашкин урамĕсенче пурăнакансем) Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуç хунă ял паттăрĕсене халалланă палăкăн территорине тирпей-илем кÿртнĕ: тĕрлĕ йывăçсемпе тĕмсем лартнă‚ клумбăсем туса чечексем акнă. Ку вăл пĕр кун хушшинче çеç туса пĕтермелли ĕç пулман‚ паллах. Çапах та Клара Петровапа Таисия Павлова‚ Альбина Линевапа Таисия Васильева‚ Наталия Иванова тата ыттисем тăрăшнипе пуçланă ĕçе вĕçне çитернĕ.
Çакăн пек пархатарлă ĕç пуçарса яма сăлтавĕ те пулнă. 2010 çулта çуллахи кунсем питĕ типĕ пулнăран тата йывăçсене чир лекнĕрен паркри хурăнсем хăрса пĕтнĕ. Палăк территорийĕ пушă ларни ял çыннисене тахçантанпах канăç паман. Çак ыйтупа вĕсем ял хутлăхĕн пуçлăхĕ В.А.Петров патне пĕрре мар пынă. Палăк территорийĕ хăйне майлă сăваплă вырăн-çке.
Кăштах унăн историйĕпе паллаштарни те вырăнлă пулĕ. Аслă Çĕнтерĕве 25 çул çитнине уявлама республикăра пысăк ялсенче палăксем лартассипе акци йĕркеленĕ пулнă. Çавăнпа хушăлкасем салтак палăкне хăш вырăна вырнаçтарасси пирки тĕплĕн шухăшланă. Вăл вăхăтра совхозăн 5-мĕш отделенийĕн управляющийĕ пулса Аркадий Никитин (вăрçă ветеранĕ) ĕçленĕ.

Continue reading »

Юрра-ташша ăста хурт-хăмăрçă

Хальхи çырура эпĕ вулакансене чăн-чăн чăваш чунлă çын çинчен çырса пĕлтересшĕн. Вăл çурма вырăс пулсан та (амăшĕ – вырăс‚ ашшĕ – чăваш) мĕн ачаран чăваш халăхне‚ чĕлхине‚ юрри-ташшине юратса ÿснĕ.

Çамрăклах ялти шкулта тата клубра иртекен мероприятисенче хăйĕн юрри-ташшипе çынсене савăнтарнă. Çĕршер чăваш юррине пĕлекенскер фольклор ушкăнĕпе (унта вăл солист пулнă) Ĕпхĕве те çитнĕ‚ дипломант тата лауреат ятсене те тивĕçнĕ. Таврари ялсене‚ Пелепей‚ Пишпÿлек‚ Авăркас районĕсене темиçе хутчен те концертпа кайса курнă. Тĕрлĕ конкурссене те пĕрре мар хутшăннă.
– Ун чухне инçе çула çÿреме транспортне районти культура çуртĕнченех паратчĕç. Çул тăршшĕпе юрласа пыраттăмăр‚ çавăнпа та палăртнă çĕре питĕ хăвăрт çитеттĕмĕр‚ – аса илет Юрий Савельев.
Астăватăп-ха. Пĕррехинче аппа патне Кăратмаса хăнана килтĕм. Çулла. Ăшă та илемлĕ кун. Ту çинче ял кĕтĕвĕ çÿрет. Кĕтÿçĕ вара юрă шăрантарать. Сасси çырма тăрăх кайса ялтах илтĕнет. Калăн, пĕр-пĕр Шупашкар артисчĕ юрлать тесе.
– Итле-ха‚ епле вăл илемлĕ юрлать. К.В.Ивановăн «Нарспи» поэминчи шăхличлĕ кĕтÿç тейĕн‚ – тетĕп эпĕ аппана.
– Юрик Савельев вăл‚ – ăнлантарать аппа. – Çапла‚ вăл питĕ илемлĕ саслă‚ ăçта пулсан та яланах юрлать.
– Вăт маттур‚ вăт маттур‚ – ырлатăп çамрăка. – Ăçта ĕçлекенскер вăл? Ялтах пурăнать-и? – малалла кăсăклантăм ун пирки.
– Ялтах‚ колхозра хурт-хăмăр пăхать‚ – хуравларĕ тăванăм.
Вăл каласа панă тăрăх Юрий Алексеевич Савельев 1956 çулта чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче йышлă çемьере пиллĕкмĕш ача пулса çĕр çине килнĕ. Ашшĕ-амăшĕ пурĕ 9 ача çитĕнтернĕ. Юра ыттисемпе танлаштарсан юрра-ташша пуринчен те ăстараххи пулнă. Кăратмасри шкула пĕлÿ пухма çÿренĕ‚ килĕнче аслисене пулăшма та ĕлкĕрнĕ‚ пĕчĕкрех йăмăкĕпе шăллĕсене пăхнă. Салтака кайиччен 3 çул тăван колхозра ĕçленĕ. Малтан лашасем пăхнă‚ каярах колхоз утарçи Элекçей пичче ăна хăй патне чĕннĕ.

Continue reading »

Куç умĕнчех “çĕр поэчĕ” — Ухсай

Пушкăртстанăн илĕртÿллĕ çĕрĕ-шывĕ, сăртлă-туллă тавралăхĕ куç умне тухсан тÿрех чăваш халăх сăвăçин Ухсай Яккăвĕн вилĕмсĕр хайлавĕсене аса илетĕп. Чăваш çыравçисенчен хăшĕ хăй çуралнă çĕршывĕ çинчен Ухсай чухлĕ юратса, хавхаланса, мухтаса, тунсăхласа çырнă-ши? Пĕлместĕп. Ахальтен-им ăна “тăпра поэчĕ” тесе хăй пурăннă чухнех каланă.

Ача чухнех унăн пĕрремĕш “Юратрăм эп, хирсем, сире” сăввине пăхмасăр вĕреннине халĕ те астăватăп. Эпĕ Чăваш патшалăх университетне кĕнĕ çулхине чăваш тĕнчи шăпах Я.Ухсайăн 70 çулхи юбилейне чаплăн уявлама хатĕрленетчĕ. Пирĕн юратнă вĕрентекенĕмĕр, “Çилçунат” ертÿçи В.П.Станьял историпе филологи факультетĕнче ăслăлăх конференцийĕ йĕркелет. Пире те, пĕрремĕш курса вĕренме кĕнисене, тин çеç литпĕрлешÿ членĕсем пулса тăнисене, айккине пăрса хăвармасть. Конференцире Ухсай хăй пулать тенине пĕлсен пушшех те савăнтăмăр. Ара, чăваш поэзийĕн çăлтăрне, халăх поэтне чĕррĕн куратпăр-çке.
Каласа хăвармалла, Виталий Петрович тăрăшнипе студент çулĕсенче сахал мар чăваш çыравçисемпе тĕл пулнă эпир. Ку пире, пулас журналистсене, çав тери хавхалантаратчĕ, çырас туйăма çирĕплететчĕ. Палăртнă кунхине пирĕн факультетăн акт залне туллиех çын пуçтарăнчĕ. Сцена çинче — чăваш халăх поэчĕ Ухсай. Хальччен чĕрĕ сăвăç курманнипе куç илми тинкеретпĕр. Студентсем пĕрин хыççăн тепри тухса калаçаççĕ. Манăн доклад теми — “Ухсай куçарăвĕсем”. Тăрăшса хатĕрленнине, çав тери пăлханнине астăватăп. Халăх поэчĕ кашнин çине тимлĕн, вичкĕн куçĕсемпе сăнавлăн тинкерет. Конференци питĕ усăллă, интереслĕ иртрĕ. Шел пулин те, халăх сăвăçин сăмахĕсене ун чухне çырса хума ăс çитереймен. Мĕн тăвăн, ача-пăча пулнă, пĕрремĕш курсра çеç. Унтанпа нумай шыв-шур юхса иртрĕ пулин те, Ухсай сăнĕ халĕ те манăн куç умĕнче.
Университетра вĕреннĕ чухне халăх поэчĕн пултарулăхне тĕплĕн шĕкĕлченĕ. Унăн кашни хайлавĕнче тăван çĕр сĕткенĕ тапса тăни мана халĕ те тĕлĕнтерет. Ытарайми Слакпуç çĕрне мĕнле сăмахсемпе кăна тĕрлемен-ши поэт? “Шурă хурăнпа калаçни” поэмăри шурă хурăн сăнарĕ те хăй çуралса ÿснĕ тăрăхри йывăç пулни пирки иккĕленмелли çук. Поэт ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă Кĕсле ту çине хăпарсан (тăхăр çул каялла Нарспипе Сетнер, Ивановпа Ухсай çĕршывне ятарласа çула тухнăччĕ) чун-чĕрене çырса кăтартмалла мар туйăм çавăрса илнĕччĕ. Ытарайми тавралăха сăнанă май, пуçа тÿрех çак шухăш пырса кĕчĕ: “Акă мĕншĕн Ухсай хăйне çак ту çине пытарма халалланă…”

Continue reading »

Тĕнчипех чапа тухнă Кĕлпук мучи

Ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш халăх поэчĕ, А.М.Горький тата К.В.Иванов ячĕллĕ Патшалăх премийĕсен лауреачĕ Яков Гаврилович Ухсай çуралнăранпа 105 çул çитет.

Ухсай Яккăвĕ тĕлĕнмелле пултаруллă çын пулнă. Вăл поэт та, драматург та, публицист та, К.В.Ивановăн еткерне тĕпчекенĕ те. Творчествăри чарусăрлăхне пула Яков Гаврилович тăван халăхăн пурнăçне, унăн уйрăмлăхĕсене сăнласа кăтартма, ырă тата хирĕçле сăнарсем – Кĕлпук мучи, Уртемей, Калля, Тутимĕр, Эрпике, Асамат, Питтабай, Эрнук – калăплама пултарнă. Вĕсем кĕнеке страницисенчен тухса пур халăх та пĕлекен, юратакан геройсем пулса тăнă. Кăçал чăваш общественноçĕ Ухсай Яккăвĕн «Кĕлпук мучи» поэми кун çути курнăранпа 65 çул çитнине паллă тăвать. Тымарĕпех тăван çĕрпе çыхăннă пурнăç тата кулăш ăсти, телейлĕ самантсенче илем ăсти Я.Г.Ухсай хăй те, Кĕлпук мучи тата ытти геройсем майлах пулнă, вĕсен ятĕнчен калаçнă. Автор Кĕлпук мучин шăпи, кăмăлĕ урлă чăваш халăхĕн чи лайăх енĕсене, ĕçченлĕхне, пурнăçа юратас туйăм пысăк пулнине, ырă кăмăлне кăтартса парать. Борис Бассаргин çыравçă поэма пирки çакăн пек калать: «Кĕлпук мучи» поэма нумай саслă поэзийĕн чи вăйлă произведенисен галерейинче тивĕçлипе хисеплĕ вырăн йышăнать». (Яков Ухсай. Биография. Чеб., 1965, с.80)
Чăваш литературовечĕ Ипполит Иванов «Çутă та хăйне евĕрлĕ талант» монографийĕнче çапла çырни пур: «Кĕлпук мучи» — чăваш литературин чи пысăк çитĕнĕвĕ, халăхăн кăмăлне, чунне ĕненмелле кăтартса панă наци произведенийĕ. Çав вăхăтрах унра интернационализм сĕмĕ те пур: Кĕлпук мучи — пур халăх идеалне те çывăх сăнар, ун ятлă поэма Ухсайăн чи талантлă произведенийĕсенчен пĕри». («Çутă та хăйне евĕрлĕ талант», Чеб., 1973, с.86)

Continue reading »

Хăюлăхпа патриотизм праçникĕ

Кашни çулах ноябрĕн 10-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинче Андриян Николаев ячĕллĕ Хĕç-пăшаллă вăйсен‚ Шалти ĕçсен министерствин тата тĕрлĕ хирĕç тăрусене хутшăннă ветерансен Канашĕ хăйĕн професси праçникне уявлать. Хальхинче мероприятие 32 çын хутшăнчĕ.

 

Уяв программи анлă та асра юлмалла иртрĕ. Ветерансен Канашĕн председателĕ Маркиян Трофимов пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ. Вăл ШĔМ сотрудникĕсем хăйсен профессиллĕ праçникне те ĕç вырăнĕнчех кĕтсе илнине палăртрĕ.
— Йĕрке хуралçисен кунне ĕçтешсемпе‚ ветерансемпе‚ ШĔМ пенсионерĕсемпе тата çывăх çынсемпе пĕрле ирттерни кăмăллăрах. Йĕркелĕхе сыхласси — çăмăл ĕç мар. Ытларах хăрушă теме те пулать. Çтерлĕ хулинчи шалти ĕçсен сотрудникĕсем куллен патшалăхпа обществăна преступниксенчен сыхлас ыйтăва тивĕçлĕн пурнăçласа пыраççĕ. Кирек ăçта пулсан та эпир Тăван çĕршыва‚ халăха парăнса тăма тупа тунине нихăçан та манмастпăр‚ – малалла сăмах хушрĕ ветерансен Канашĕн председателĕ.
— 1715 çулта I Петр патша Раççейре общество йĕркине сыхлакан служба тунă. Ăна «полици» (грек чĕлхинчен куçарсан «патшалăха ертсе пыни» пулать) ят панă. 1917 çулта ноябрĕн 10-мĕшĕнче РСФСР шалти ĕçсен Халăх комиссариачĕн йышăнăвĕпе революци йĕркелĕхне сыхлама рабочи милицине йĕркеленĕ. Каярах, 1946 çулта, ăна Шалти ĕçсен министерствин ведомствине кĕртнĕ.

Continue reading »

Кистенлĕпуçсем — Ăхпуçĕнче

Ăхпуç ялне килсе ял-йыша концертпа савăнтарасси йăлана кĕчĕ темелле. Çак кунсенче çывăх кÿршĕсем, кистенлĕпуçсем, пирĕн пата çитсе курма кăмăл турĕç.

Пире савăнтарас тесе çав тери хитре концерт хатĕрлесе килнĕ вĕсем. Мĕнле кăна номерсем çукчĕ куракансем валли: халăх юррисем, ташăсем, кулăшла сценкăсем. Тумĕсем çине те ăмсанса пăхмалла. Кистенлĕпуç артисчĕсен сассисем Шупашкартан килнисенчен пĕртте кая мар. Аслисемпе пĕрлех çамрăк хĕрсем те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç: юрларĕç, ташларĕç.

«Илем» ушкăна çÿрекенсенчен нумайăшĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Ĕçлекенсем те пур-ха: Елена Иванова — клуб ертÿçи, Валентина Судеева — библиотека ĕçченĕ, Альбина Антонова медпунктра тăрăшать, Надежда Иванова — суту-илÿ ĕçĕнче, Людмила Васильева, Лилия Архипова, Елена Астафьева — вĕрентекенсем.

Кистенлĕпуç артисчĕсем пирĕн пата тата та килсе савăнтарасса шанатпăр, ял-йыш ятĕнчен вĕсене пысăк тав сăмахĕ калас килет.

Лия ДМИТРИЕВА.
Пишпÿлек районĕ.

Вулакан пехилĕ

Антонида Дмитриевнăпа Çтерлĕ хулинчи “Урал сассин” штатра тăман корреспонденчĕ Владимир Петров паллаштарчĕ. Ун чухне шăпах хулари Культура керменĕнче Шупашкар артисчĕсен концерчĕ пыратчĕ.

%d0%b1%d0%b0%d0%b1%d1%83%d0%bb%d1%8f— Çулĕсене пăхмасăр чăвашла йĕркелекен пĕр концертран та юлмасть. Унсăр пуçне чылайранпа “Урал сассине” çырăнса илет, — пĕлтерчĕ Владимир Иосифович 80 çулсене çитсе пыракан кинемейпе тĕл пулнă май. — Ăна шăпах хаçата çитес 2017 çулшăн çырăннă квитанцие парасшăнччĕ.
Антракт вăхăтĕнче сăмах хыççăн сăмах вакланă май А.Д.Афанасьевапа çывăхрах паллашрăмăр. Вăл Авăркас районĕнчи Шĕвĕрлĕ ялĕнче çуралнă. Нумай çул хушши Çтерлĕ хулинчи Ленин ячĕллĕ станоксем тăвакан заводра маляр профессийĕпе вăй хунă. Ĕç стажĕ 38 çулпа танлашать.
— “Урал сассине” юратса вулатăп. Кашни эрнерех чăтăмсăр кĕтетĕп. Иртнĕ çул пĕр-икĕ номерĕ тем сăлтава пула килмерĕ, почта уйрăмне кайса шăв-шав çĕкленĕ хыççăн йĕркеллех паракан пулчĕç, — тет ĕç ветеранĕ эпир хаçат редакцинчен пулнине пĕлсен. — Хитре хаçат кăларатăр. Малашне те çавăн пекех тăрăшуллă та маттур пулăр, — пире пехил парсах уйрăлчĕ Антонида Дмитриевна.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Çтерлĕ хули.